Хӗллехи каникул хыҫҫӑн Шупашкарти шкулсенче ачасене апатлантарнишӗн ытларах тӳлеме тивессине эпир пӗлтернӗччӗ. Ятарлӑ хушӑва республикӑн тӗп хулин администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков иртнӗ ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Аса илтеретпӗр, 1–4-мӗш классем ирхи апат ҫинишӗн 19 тенкӗ тӳлемелле, кӑнтӑрлахи апатшӑн — 46 тенкӗ. 5–11-мӗш классенче вӗренекенсен ирхи апачӗ пӗчӗккисенчен кӑшт хаклӑрах: ирхишӗн 23 тенкӗ тӳлемелле. Кӑнтӑрлахишӗн вӗсене те, кӗҫӗн класрисене пекех, 46 тенкӗ кирлӗ пулать.
Шупашкар районӗнче те хаксем хӑпарнӑ. Тӗпренчӗксене унти ача пахчисене янишӗн халӗ 100 тенкӗ таран тӳлемелле. Хушӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех кӑларнӑ. Ача пахчинче 3–5 сехет пулнишӗн 54 тенкӗрен ытла тӳлемелле мар, 8–10 сехет пулакансемшӗн — 93 тенкӗ, 12 сехет пулсан — 115 тенкӗ, 24 сехет пулсан — 120 тенкӗ.
Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутайӑн кивӗ центрӗнче 160 ача (8 ушкӑн) вырнаҫмалӑх «Солнышко» (чӑв. Хӗвелпи, малтан ӑна Шевле ята парасшӑн пулнӑ) ача пахчи хута кайрӗ. Ӑна ҫӗклессипе ООО «Волга-Ресурс» организаци тӑрӑшнӑ.
Ача пахчине уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Валерий Павловпа Николай Малов, Чӑваш Республикин ҫутӗҫ министерствин элчи Валерий Кузьмин, Хӗрлӗ Чутай район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, администраци ертӳҫи Александр Башкиров, «Волга-Ресурс» организацин директорӗ Сергей Алексеев, Хӗрлӗ Чутайри чиркӳ пупӗ Максим атте тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Валерий Павлов ача пахчине 20 пинлӗх сертификат парнелерӗ.
Сергей Алексеев ҫӗнӗ ҫурт уҫҫине садик ертӳҫине Алина Васильевӑна тыттарчӗ.
Хӑнасем ҫӗнӗ ҫуртпа паллашнӑ хыҫҫӑн вӑл пурне те килӗшнине пӗлтерчӗҫ.
Сӑнсем (82)
Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнар поселокӗнче «Ручеек» ача пахчи уҫӑлнӑ. Унта 145 шӑпӑрлан ҫӳреме тытӑннӑ.
Чӑннипе, ача пахчи ҫак уйӑх варринчех ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта тӳре-шара та хутшӑннӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗ Иван Моторин республикӑра юлашки 5 ҫулта 21,5 пин ача валли вырӑн уҫнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 7 пин ытларахӑшӗ 45 ача пахчине хута янипе тата ҫӗнетнипе пулнӑ. Халӗ 3-7 ҫулсенчи ачасен тӗлӗшпе ку ыйтӑва татса панӑ.
Юлашки 30 ҫулта Вӑрнарта пӗр ача пахчи те хута яман. Ҫавӑнпа ку вырӑнти халӑхшӑн пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Кӑҫал Кӗҫӗн Явӑш, Хирпуҫ ялӗсенче те ачасем валли 25 вырӑн хатӗрленӗ-мӗн.
Вӑрнарти ҫӗнӗ ача пахчин хӑйӑвне ачасем хӑйсем каснӑ. Унтан уяв ячӗпе концерт иртнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков халӑх валли «хӗрӳ лини» ирттернӗ. Ҫав вӑхӑтра Ладыковӑн пӳлӗмӗнчи телефон пӗр минутлӑха та шӑпланман.
Ку ыйту кӗтмен ҫӗртен пулнӑ пулӗ те… Вӑл шаурмапа политика пирки пулнӑ.
— Пирӗн хулара шаурма тӑвакан точка нумай. Чылайӑшӗ ҫине: «Шаурма — турккӑлла» тесе ҫырнӑ. Эпӗ вывескӑна илсе урӑххипе улӑштармашкӑн предписани пама сӗнетӗп. «Шаурма — хӗвелтухӑҫла» тесе ҫырмалла ҫеҫ. Эсир мӗн шухӑшлатӑр? — ыйтнӑ пӗр ҫын шӑнкӑравласа ҫитсен.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ хальхи лару-тӑрура ку тӗрӗс йышӑну пулнине пӗлтернӗ. Ку ыйтӑва Ҫӗнӗ ҫулччен татса пама шантарнӑ.
«Хӗрӳ линире» Алькешре ача пахчи тӑвас ыйтӑва та хускатнӑ. Ладыков ку ыйту малта пулнине палӑртнӑ. Хута яракан тепӗр садик шӑпах Алькешра пулӗ.
Алексей Ладыков 3 сехетре ҫынсен 50 ытла ыйтӑвне хуравланӑ.
Пиллӗк ҫул хушшинче Чӑваш Енре «шкул ыйтӑвне пӗтӗмпех татса» парасшӑн. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ачасен интересӗсене тӗпе хурса наци стратегине пурнӑҫламалли координаци канашӗн ларӑвӗнче каланӑ.
«2016 мӗш ҫул валли бюджетра ҫӗнӗ шкулсем тума укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Пилӗк ҫул хушшинче регионта шкул ыйтӑвне пӗтӗмпех татса пама тӗллев лартнӑ. Вунӑ ҫул хушшинче регионти 30 шкула тӗпрен модернизацилеме те палӑртса хунӑ», — тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ пухӑннисене.
Сӑмах май каласан, Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй хатӗрленӗ танлаштарӑмра пирӗн республика ачасене пурӑнма чи лайӑх 10 регион шутне кӗнӗ. Шкулсемпе ача пахчисене черет пӗтсен, тен, пӗрремӗш йӗркене те лекӗ-и?..
Комсомольски районӗнче раштавӑн вунулттӑмӗшӗнче харӑсах икӗ ялта ача пахчисем хута кайрӗҫ.
Асанкасси ялӗнче кӗске вӑхӑт хушши пулмалли ушкӑн темиҫе ҫул та ӗҫленӗ ӗнте, халӗ вара ачасем садикре кунӗпех пулӗҫ. Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче вара халлӗхе пӗр ушкӑн кӑна пулӗ, ачасем те унта ҫур кун хушши ҫеҫ тӑма пултарӗҫ. Ҫапах та ялти ҫамрӑк хӗрарӑмсемшӗн ку та пысӑк пулӑшу пулнине палӑртрӗҫ ача пахчине уҫма пуҫтарӑннӑ ашшӗ-амӑшӗсем.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Петр Краснов, Комсомольски районӗн администраци пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин, Хырхӗрри ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Воробьев, район администрацин вӗрентӱ пайӗн пуҫлӑхӗ Надежда Петрова, Хырхӗрри шкул директорӗ Юрий Алексеев ял халӑхне паллӑ пулӑм ячӗпе саламларӗҫ, ачасене илемлӗ теттесем парнелесе савӑнтарчӗҫ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫынсене хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ.
Ун патне пыракансенчен кашниех тӗрлӗ ыйту хускатнӑ. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ял старости, Шалти ӗссен тытӑмӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ Юрий Петров ялта клуб ҫуккишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗ.
Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ микрорайонӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Энтузиастсен урамӗнче пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисне уҫтарттарасшӑн. Алькешра пурӑнакан хӗрарӑм хӑй пурӑнакан тӑрӑхра ача-пӑча нумай, вӗсене валли пахча кирлӗ тесе каланӑ.
Муркашри Колесниковсен ҫемйи йышӑнӑва ултӑ ачаран виҫҫӗшне ертсе пынӑ. Малтан вӗсем хӑйсене район центрӗнче 72 тӑваткал метрлӑ хваттер уҫҫине ҫывӑх вӑхӑтра парассине пӗлтерсе тав тунӑ. Аслисемпе йышӑнӑва пынӑ ачасем хӑйсене ЧР Элтеперӗн ёлкине билет пама ыйтнӑ та йышӑнура вӗсене билетлӑ тунӑ.
Сӑнсем (9)
Пӗтӗм Раҫҫейри «Пуласлӑх шкулӗ» IV вӗренӳ форумӗнче «Раҫҫейре хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх 100 организаци» конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: чи лайӑххисен йышне Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ те кӗнӗ. Вӑл конкурс лауреачӗ пулса тӑнӑ, «Хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх 100 организаци» конкурсӑн ылтӑн медалӗпе чысланӑ.
Пултарулӑх ҫурчӗн директорне «Ҫулталӑкри директор — 2015» хисеп паллипе чысланӑ. Ку наградӑсем хушма пӗлӳ паракан тытӑмра чи сумлисенчен пӗри шутланаҫҫӗ.
Сӑмах май, форумра «Раҫҫейри чи лайӑх ача пахчи» конкурса та пӗтӗмлетнӗ. Шупашкарти 134-мӗш ача пахчи лауреатсен йышне кӗнӗ.
Йӑлӑм енчи Сосновка поселокӗнчи ача пахчи кивелнӗ ӗнтӗ. Ҫак кунсенче унта пурӑнакансем патне ырӑ хыпар ҫитнӗ. Кивви вырӑнне кӗҫех ҫӗннине хута ямалла-мӗн.
Архитектура тата хула строительствин управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ ача пахчинче 150 шӑпӑрлан валли вырӑн пулмалла. Пӗтӗмпе 8 ушкӑн йӗркелемелле. Ача пахчи Пульница урамӗнче пулӗ.
Ҫӗнӗ ача пахчине хальхи условисемпе килӗшӳллӗн хута ярӗҫ. Унта бассейн та пулӗ. Хуҫалӑх блокӗ вара урӑх корпусра вырнаҫӗ.
Хальлӗхе архитектура тата планировка енӗпе килӗшӳсем тунӑ. Ача пахчинче 8 вӑйӑ тата спорт лапамӗсем пулӗҫ. Иккӗшӗнче 2–3 ҫулсенчи ачасем вылӗҫ, теприсенче — аслӑраххисем.
Ача пахчин территорине хурӑнсемпе, пилешсемпе, хырсемпе, вӗренесемпе, сиреньсемпе тата жасминсемпе илемлетӗҫ.
Ятарлӑ проектпа килӗшӳллӗн, Шупашкарти 3-мӗш ача пахчинче хӑнасем пулса курнӑ. Итали хӑнисем, ылмашӑну программипе килӗшӳллӗн 2-мӗш лицейре вӗренекенскерсем, ачасемпе тӗл пулнӑ.
Ют ҫӗршыв ҫыннисем Шупашкара «AFS — Интеркультура» программӑпа килӗшӳллӗн килнӗ. Шупашкар хулинчи шкулсем унта 16 ҫул хутшӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Тӗнче шайӗнчи программӑна халӗ ав ача пахчинчисем те хутшӑннӑ.
Хӑнасем ача пахчипе паллашнӑ. Унта мӗнле ӗҫлени те кӑсӑклантарнӑ вӗсене. Ачасем вара кун мӗнле иртсе кайнине каласа кӑтартнӑ. Хӑнасене ирхи зарядкӑна та чӗннӗ. Италирен килнӗ ҫынсем Ҫӗнӗ ҫула мӗнле хатӗрленни пирки те ыйтса пӗлнӗ.
Италипе Раҫҫей ачисем пӗчӗк шӑпӑрлансемпе хаваспах паллашнӑ, вӗсемпе пӗрле ӳкернӗ, юр кӗлетке тунӑ. Итали хӑнисем кунта татах килесшӗн, хӑйсем патӗнчи ача пахчисем пирки каласа кӑтартасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |